Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ. Анчах та Фессалоникӑри иудейсем Павел Верире те Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн унта та пынӑ, халӑха хӗтӗртме, пӑлхатма пуҫланӑ. Виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ. Пӗррехинче кӑшт кӑна чулпа пере-пере вӗлеретчӗҫ. Виҫӗ хутчен караппа путма тӑтӑм, талӑка яхӑн мана тинӗс хумӗсем лӑскарӗҫ. Ӳкӗтӗм, пурӑнӑҫӑм, тӗллевӗм, ӗненӗвӗм, чӑтӑмлӑхӑм, юратулӑхӑм, ҫирӗплӗхӗм, терт-асапӑм – ҫаксем пурте саншӑн тӗслӗх. Антиохипе Иконире тата Листрӑра мана ӗненӳшӗн мӗнле хӗн-хур, терт-асап кӑтартнине эсӗ пӗлетӗн. Ҫав хӗн-хура эпӗ тӳссе ирттертӗм. Хуҫа Турӑ мана хӑтарса хӑварчӗ.
Выбор основного перевода