Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ. «Чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ урӑх халӑхсене те ӳкӗнмелле тунӑ курӑнать», – тенӗ вара вӗсем Турра мухтаса. Ҫапла вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Унта вӗсене ӗненекен тӑвансем, апостолсемпе пресвитерсем хапӑлласа йышӑннӑ. Павелпа Варнава вӗсене Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине йӑлтах каласа пӗлтернӗ. Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ. Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр пире ҫапла хушса каланӑ: „Санӑн урлӑ тӗнче хӗррине ҫитиех ҫӑлӑнӑҫ килтӗр тесе, Эпӗ Сана ытти халӑхсен ҫути турӑм“». Ҫакна илтсен ытти халӑх ҫыннисем савӑнса Хуҫа Турӑ сӑмахне мухтанӑ. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн малтанах пӳрнисем пурте ӗненме пуҫланӑ. Павел вӗсене саламларӗ те Турӑ хӑйӗн урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗн-мӗн тунине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ. Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн кунта лайӑх майсем уҫӑлчӗҫ, тӑшмансем те нумай. Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ. Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та.
Выбор основного перевода