Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Мӗншӗн тесен Ҫырнинче: „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ“ тесе калани Манпа пурнӑҫланмаллах, ҫакӑ часах пулса иртмелле». Эпӗ Хамах ӑна Ман ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап тӳсмеллине те кӑтартӑп». Ман шухӑшпа, пире Турӑ мӗскӗнрен те мӗскӗн, вилме пӳрнӗ чурасенни пек шӑпа панӑ, мӗншӗн тесен эпир тӗнче кулли пултӑмӑр, ангелсемпе ҫынсем те пирӗнтен кулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп. Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан кулянӑр, вӑл асапсене эпӗ сире мухтава кӑларасшӑн тӳсетӗп. Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр. Тӑвансем! Эпӗ сире ҫакна каласшӑн: мана хӗсӗрлени Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарма пулӑшрӗ. Мана тӗрмене хупсан, эпӗ Христоса ӗненнӗ пирки ларнине преторири хурал салтакӗсем те, ыттисем те – пурте пӗлчӗҫ. Мана тӗрмене хупнӑ пирки Хуҫамӑра ӗненекен тӑвансенчен чылайӑшӗ тата хытӑрах ӗненме, Турӑ сӑмахне хӑюллӑрах та хастартарах ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫларӗҫ.
Выбор основного перевода