Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле. Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр. Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр. Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли,
Выбор основного перевода