Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай. ҫавӑ мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест. Анчах та, ҫиеле тухасшӑн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кӗвӗҫӳ, хирӗҫӳ, йывӑр сӑмах, киревсӗр шанманлӑх ҫуратаҫҫӗ. Иисус, тепре килсессӗн, Унӑн Патшалӑхӗ ҫитсессӗн, чӗррисене те, вилнисене те суд тӑвӗ. Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархасласа сана ҫакна калатӑп: Анчах та пушӑ тавлашусенчен пӑрӑн, йӑх-несӗл тымарӗсем ҫинчен сӳпӗлтетнӗ ҫӗре, саккун пирки хӗрсе кайса калаҫнӑ ҫӗре ан хутшӑн, мӗншӗн тесен ку усӑсӑр, харам ӗҫ кӑна. Пӑсӑк ӗненӳллӗ ҫынна вара пӗрре асӑрхаттар, тепре асӑрхаттар, унтан пӑрӑнса ут.
Выбор основного перевода