Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ». Анчах та Адам ҫылӑха кӗнине Турӑ ырӑлӑхӗ панипе танлаштарма та ҫук. Мӗншӗн тесен пӗри ҫылӑха кӗни этемлӗхе вилмелле тунӑ. Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пӗр Ҫын ырӑлӑхӗ урлӑ, Иисус Христос урлӑ, пани вара – этемлӗхе ҫӑлмашкӑн та ытлашшипех. Турӑ панине пӗр ҫын ҫылӑхӗпе танлаштарма ҫук. Пӗрин ҫылӑхӗ суд тата айӑплав патне илсе пырать, Турӑ ырӑлӑх пани вара нумай ҫылӑхран хӑтарать. Тавах Турра! Турӑ пире Христос урлӑ яланах ҫӗнтерӳллӗ тӑвать. Пирӗн урлӑ вара Хӑй ҫинчен пур ҫӗрте те техӗмлӗ те чаплӑ пӗлӳ сарать. Тита сирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшмалла чун-чӗреллӗ тунӑшӑн Турра тавах.
Выбор основного перевода