Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Унпа пӗрлӗхлӗ пулса эсир мӗн пур пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пуйрӑр: тем тӗрлӗ сӑмах, тем тӗрлӗ пӗлӳ ытлӑн-ҫитлӗн илтӗр. Мӗншӗн тесен, тӑванӑмсем, Хлоя кил-йышӗнчисем мана сирӗн хушшӑрта харкашусем пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм. Нумай инкек-синкек тӳсеҫҫӗ пулин те, вӗсем савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Аран-аран, ҫити-ҫитми пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен тараватлӑхӗ ытлашшипех. Ӗненни, ӑста калаҫни, пӗлни, пур енчен те тӑрӑшуллӑ пулни, пире юратни – ҫаксем пурте сирӗн туллиех. Эппин ҫак ырӑ ӗҫре те ҫавнашкалах вашават пулӑр.
Выбор основного перевода