Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ. Манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсен хурри пулас марччӗ, эпӗ тӑрӑшни Иерусалимри ӗненекен тӑвансемшӗн усӑллӑ пултӑрччӗ. Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ. Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ. Енчен те эпир сирӗн патӑра Христосӑн Ырӑ Хыпарне ҫитермен пулсан, пире чиккине пӗлмесӗр мухтанатӑр теме пулатчӗ, анчах та эпир Ырӑ Хыпар пӗлтерсе сирӗн пата та ҫитнӗ вӗт-ха. Вара эпир Ырӑ Хыпара ытти ҫӗр-шывсенче те ӳкӗтлесе вӗрентӗпӗр, паллах, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе, янттипе, эпир мухтанмӑпӑр. Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.
Выбор основного перевода