Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Шантарни пурнӑҫланнине курма май килмен пулин те, вӗсем пурте ӗненӳпех вилнӗ. Вӗсем Турӑ шантарни хӑҫан та пулин ҫитессе пӗлнипех савӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче хӑйсем ҫулҫӳревҫӗсем, ютран килнӗскерсем пулнине уҫҫӑнах каланӑ. Ҫапла калакансем хӑйсен тӑван ҫӗр-шывне шырани куҫкӗретех. Хӑйсем тухса кайнӑ тӑван ҫӗр-шывне асра тытнӑ пулсан вӗсем унта тавӑрӑнма май тупнӑ пулӗччӗҫ. Анчах та вӗсем лайӑхрах ҫӗр-шывалла, тӳпери ҫӗр-шывалла ӑнтӑлнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Хӑйне вӗсен Турри тесе калама вӑтанмасть, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.
Выбор основного перевода