Тӗнче кӑна мар, эпир те, Святой Сывлӑшӑн малтанхи ҫимӗҫне илнӗскерсем, хамӑр ӑшра ахлататпӑр. Турӑ пире ывӑллӑха илессе, ӳт-пӗвӗмӗре ҫылӑх тыткӑнӗнчен хӑтарасса кӗтетпӗр, –
Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр.