Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Анчах та Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пурне те тӳлевсӗрех тӳрӗлӗхне парать, мӗншӗн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнӗ. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ. Мӗншӗн тесен Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра пултӑр тенӗ, хӗрес ҫинче Вӑл юхтарнӑ Юн урлӑ ҫӗр ҫинчипе тӳперине ҫураҫтарса, Ун урлӑ пурне те Хӑйӗнпе килӗштерес тенӗ.
Выбор основного перевода