Эпӗ апостол мар-им? Ирӗклӗ мар-им? Иисус Христоса, хамӑр Хуҫамӑра, хам куҫпа хам курман-им? Сире Христоспа пӗрлӗхлӗ тӑваканни эпӗ мар-им?
Тен, ыттисем мана апостол вырӑнне хумаҫҫӗ, анчах та сирӗншӗн эпӗ – апостол. Сире эпӗ Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ турӑм, ҫакӑ эпӗ апостол пулнине ӗнентерет.
Ҫакӑ манӑн хама айӑплакансенчен хӳтӗленни пултӑр.