Эпӗ сире хытӑ шанатӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп. Инкек-синкекре сире аса илетӗп те чунӑм хастарлӑхпа, виҫесӗр савӑкпа тулать.
Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр.