Ӗненсе пурӑнсан, хуҫӑлса ӳкнисем те сад оливӗ ҫумне сыпӑнма пултарӗҫ, мӗншӗн тесен Туррӑн вӗсене каялла сыпмашкӑн хӑват пур.
Ун чухне пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӑҫ тупӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Иаков йӑхӗнчисен йӗркесӗрлӗхне пӗтерме Сионран Хӑтаракан килмелле.