Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерме янӑ. Христос хӗресӗн хӑватне ҫухатас марччӗ тесе манӑн ҫав ӗҫе хама ӑсла хумасӑр тумалла. Ҫапла вара, тӑвансем, эпӗ сирӗн патӑра Турӑ пӗлтернине хыпарлама пырсассӑн хама ӑсла хурса тата япшар чӗлхеллӗн калаҫмарӑм. Мӗншӗн тесен эпӗ сире пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен кӑна каласа парас терӗм. Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр. Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр. «Ҫырӑвӗсенче вӑл хаяр та паттӑр, анчах та куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне халсӑр, сӑмахӗ те унӑн ниме тӑмасть», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр.
Выбор основного перевода