Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Халсӑр чунлисене ҫавӑрас тесе халсӑррисем пек пултӑм. Май пур таран хӑшне те пулин ҫӑлса хӑварасчӗ тесе эпӗ пуриншӗн те вӗсем пек пултӑм. Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанма та пултаратӑп, хампа мухтанаймӑп, манӑн мухтанмалли те халсӑрлӑхӑм кӑна. Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп. Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ.
Выбор основного перевода