Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр. Мӗншӗн тесен хывнӑ никӗс вӑл – Иисус Христос. Унран урӑххине никам та хываймӗ. Эсир хӑвӑра Христос ырӑлӑхӗпе чӗнсе илекентен пӑрӑнса ырӑ хыпар текен урӑхла вӗрентӳ хыҫҫӑн ытла та час кайнинчен эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. Анчах та урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук! Сире иккӗлентерсе ярса Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӑсас текен ҫынсем кӑна пур. Сире кам та пулин эпир маларах вӗрентнинчен урӑхларах вӗрентес пулсассӑн – ҫапла вӗрентекенӗ хӑть эпир пулар, хӑть тӳперен аннӑ ангел пултӑр – ылхан ҫиттӗр ӑна! Эпир сире малтан пӗрре каланӑччӗ, халӗ татах тепре калам: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине вӗрентекене ылхан пултӑр. Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм. Эй, тӑвансем, сире хыпарлатӑп: эпӗ сире вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар этемӗн мар. Эпӗ ӑна этемрен илтмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос Хӑй пӗлтернӗ. Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.
Выбор основного перевода