Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫав вӑхӑтра Хуҫамӑрӑн вӗрентӗвне хирӗҫ пысӑк пӑлхав пуҫланнӑ. Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗл ӑсти пулнӑ. Ҫавскер грексен Артемида туррине кӗлтумалли ҫуртӑн пӗчӗк ӗлкине кӗмӗлтен туса сутса пурӑннӑ, ҫак ӗҫпе ытти ӑстасем те нумай тупӑш илнӗ. Димитрий кӗмӗлҫӗсене тата ытти ӑстасене пухнӑ та ҫапла каланӑ: «Тусӑмсем! Эпир тулӑх пурӑнасси ҫак ал ӑсталӑхӗнчен килнине пурте пӗлетпӗр. Акӑ халӗ хӑвӑрах курса-илтсе тӑратӑр: Павел текенскер Ефес ҫыннисене кӑна мар, пӗтӗм Аси халӑхне тенӗ пекех, этем аллипе ӑсталанӑ япаласем турӑ мар тесе, хӑйӗн ӗненӗвӗ енне ҫавӑрчӗ. Пирӗншӗн кунашкал вӗрентӳ питӗ сиенлӗ. Хамӑр ал ӑсталӑхӗ хисепрен тухни тем мар-ха, аслӑ Артемида турра кӗлтумалли ҫурт та пӑрахӑҫа тухӗ. Пӗтӗм Аси, пӗтӗм тӗнче хисеплесе пуҫҫапакан Артемида туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ». Ҫакна илтсен ыттисем пурте питӗ ҫилленсе кайнӑ. «Ефесри Артемида аслӑ!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ вӗсем. Часах пӗтӗм хула халӑхӗ пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем Павелпа пӗрле Македонирен пынӑ Гаийпе Аристарха ярса тытнӑ. Вара пурте пӗр ҫын пек пулса вӗсене театр кӑтартмалли вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ. Павел халӑх хушшине кӗресшӗн пулнӑ, анчах та вӗренекенӗсем ӑна чарнӑ. Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ. Этемле шухӑшласа каласан, эпӗ Ефесра тискер кайӑксемпе ҫапӑҫнин мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, атьӑр эппин ҫиер те ӗҫер, ыран ҫавах вилмелле!
2. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Выбор основного перевода