Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Павел синедрионра ларакансем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ мӗн ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм». Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерме янӑ. Христос хӗресӗн хӑватне ҫухатас марччӗ тесе манӑн ҫав ӗҫе хама ӑсла хумасӑр тумалла. Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм. Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр. Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр. Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр. Ҫапла ӗнтӗ сирӗн пирки Тит умӗнче мухта-мухта калаҫнӑшӑн мана намӑс пулмарӗ. Эпир сире яланах чӑннине каланӑ пекех, Тит умӗнче сире мухтани те чӑна тухрӗ. Эпир тӗрӗс пурӑнасчӗ тетпӗр, ҫавӑнпа хамӑр чунсем тасине шанатпӑр. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр.
2. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Выбор основного перевода