Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
2. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр. Эпир Турӑ ачисем пулнине пирӗн чун-чӗме ҫав Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет. Турӑ пире шӑпах та ҫавӑншӑн хатӗрленӗ, сӑмахне тытма шантарса Хӑйӗн Сывлӑшне панӑ. Чӑнлӑх сӑмахне – ҫӑлӑнӑҫӑн Ырӑ Хыпарне – илтсессӗн, Ӑна ӗненсе, эсир те Христоспа пӗрлӗхлӗ пултӑр. Сире, Христоса пула, хӑвӑра пама пулнӑ Святой Сывлӑш пичечӗпе палӑртнӑ. Пирӗн Турра мухтава кӑларма тӑрӑшмалла. Турӑ пире ҫылӑх тыткӑнӗнчен тӳлесе илӗ. Эпир Хӑйӗн еткерне тивӗҫессе унччен вара пире Святой Сывлӑш шантарать.
2. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Выбор основного перевода