Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Петра
1 2 3 4 5
Параллельные места
«Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара? Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара? Хӑй тӑрӑшнипе сирӗнтен хӑшӗ шит чухлӗ те пулин ӳсме пултарайӗ? Тумтиршӗн те мӗншӗн кулянатӑр? Хирти чечексем епле ӳснине сӑнӑр-ха. Вӗсем тертленсе ҫип арламаҫҫӗ, анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман. Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и? Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.
1. Петра
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода