Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Петра
1 2 3 4 5
Параллельные места
Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Петр хапхана шаккасан камне пӗлмешкӗн Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ. Петра сасӑран палласа илсен савӑннипе вӑл хапхине уҫма манса кайсах чупса кӗнӗ те: «Хапха умӗнче Петр тӑрать», – тенӗ. «Аташмастӑн-и эсӗ?» – тенӗ лешсем. Хӗрарӑм хӑйӗннех каланӑ. «Эппин ку унӑн ангелӗ пулех», – тенӗ вара пӳртрисем. Петр ҫаплах хапхана шакканӑ. Хапхине уҫсан вара вӗсем ӑна курнӑ та тӗлӗнсех кайнӑ. Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ. Тул ҫутӑлсан, Петр ӑҫта кайса кӗнине пӗлмен салтаксем йӑлт аптӑраса ӳкнӗ. Ирод ӑна шыраттарнӑ, анчах тупайман. Вара, хуралҫисене айӑпласа, вӗлерме хушнӑ. Унтан Ирод Иудейӑран Кесарине кайнӑ, пӗр хушӑ ҫавӑнтах пурӑннӑ. Ирод Тирпа Сидон ҫыннисене питӗ ҫилленнӗ пулнӑ. Кусем вара калаҫса татӑлнӑ та ун патне пынӑ, патшан хӑй патне ҫывхартнӑ Власт ятлӑ тарҫине хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран килӗшӳ ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ. Палӑртнӑ кун, патша тумне тӑхӑнса, Ирод престол ҫине ларнӑ та вӗсемпе калаҫу пуҫланӑ. «Ку – этем сасси мар, Турӑ сасси!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ халӑх. Анчах та ҫав самантрах Турра мухтав сӑмахӗ каламаншӑн Ирода Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вар-хырӑм чирӗпе хутлатса лартнӑ. Унӑн ӑш-чиккине хурт ҫисе янӑ, вӑл вилнӗ. Ӗнтӗ Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ. Хушнӑ ӗҫӗсене пурнӑҫласан Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохине тавӑрӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем Марк текен Иоана та илнӗ. Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил. Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса, черчен савӑт-сапана тыткаланӑ пек, упраса пурӑнӑр, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнпе пӗрлех парнелӗхе чӗрӗлӗх илес ҫынсем тесе хисеплӗр. Вара сире таса чунтан кӗлӗ тума нимӗн те чӑрмантармӗ.
1. Петра
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода