Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Петра
1 2 3 4 5
Параллельные места
Пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса ырӑ сунӑр. Христос чиркӗвӗсем те пурте сире салам яраҫҫӗ. Мӗн пур ӗненекен тӑвансенчен сире салам. Эсир те пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан канӑҫлӑх тата ӗненӳллӗ юратулӑх пултӑр сире, тӑванӑмсем. Иисус Христос апостолӗнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тӑрӑхӗнче сапаланса кайнисене, ытти ӗненекенсем пекех ҫак тӗнчешӗн юттисене. Иисус Христоса пӑхӑнмашкӑн, Унӑн Юнӗпе тасатмашкӑн сире Атте Турӑ чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Сывлӑшпа сӑваплатса суйласа илнӗ. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ тата ытларах пултӑр.
1. Петра
1 2 3 4 5
Выбор основного перевода