Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр. Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр. Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ». Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем. Ҫак хӗсӗрленӗ тапхӑрта сирӗнтен пӗри те ӗненӳ пирки ан иккӗлентӗр терӗмӗр. Вӑл асапа пире тӳсме пӳрнине хӑвӑрах пӗлетӗр. Астӑватӑр-и, хамӑра кӗтекен асапсем пирки эпир сире хӑвӑр патӑрта чухне малтанах асӑрхаттарнӑччӗ. Калани чӑна килнине халӗ хӑвӑрах куратӑр.
Выбор основного перевода