Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
«Патшанне», – тенӗ лешсем. Вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Эппин патшанне патшана парӑр, Туррӑнне – Турра». Кирек епле чун та аслӑ влаҫсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, мӗншӗн тесен влаҫлӑ пурӑнӑҫ йӗркине Турӑ тунӑ, кирек епле влаҫ та Турӑран. Ҫавӑнпа та влаҫсене хирӗҫлекенсем Турӑ йӗркине хирӗҫ каяҫҫӗ. Хирӗҫлекенсем вара хӑйсемшӗн хӑйсемех айӑплав тупӗҫ. Ырӑ ӗҫ тӑвакан влаҫсенчен хӑрамасть, усал ӗҫ тӑвакан хӑрать. Влаҫсенчен хӑрамасӑр пурӑнас килет-и? Ырӑ ту, вара вӗсем сана мухтӗҫ. Пуҫлӑх вӑл – санӑн ырлӑхушӑн тӑрӑшакан Турӑ тарҫи. Усал тӑватӑн пулсассӑн – хӑра; пуҫлӑха ахальтен хӗҫ паман. Вӑл – Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрать, айӑп хурать. Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене айӑпласран хӑранипе кӑна мар, чун хушнипе те пӑхӑнмалла. Вӗсем Турӑ тарҫисем пулса сирӗншӗн ялан тӑрӑшнӑран эсир налук тӳлетӗр те. Ҫапла вара, кашнинех памаллине парӑр: кама – налук, кама – хисеп, кама – чыс. Ҫакна астутарсах тӑр: вӗсем пуҫлӑхсене, влаҫсене итлесе, пӑхӑнса пурӑнччӑр, кирек епле ырӑ ӗҫ тума та хатӗр пулччӑр.
Выбор основного перевода