Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Эй, тӑванӑмсем! Турӑ ырӑлӑхӗн ячӗпе тархаслатӑп сире: хӑвӑр ӳт-пӗвӗре чӗрӗ парнелӗхе Турра кӳрӗр, вӑл сӑваплӑ та юрӑхлӑ пултӑр. Турӑшӑн ҫапла тӑрӑшни ӑслӑ-тӑнлӑ туни пулать. Ҫавӑнпа та эпӗ сире калатӑп: чун-чӗм хушнӑ пек пурӑнӑр, вара ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каймӑр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӳ чун-чӗме хирӗҫлишӗн антӑхать, чун-чӗм вара – ӳт-пӗве хирӗҫлине кӑмӑллать. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫырлахайманран эсир чылай чухне хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑваймастӑр. Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ. Ҫапла вара, эсир ҫичӗ ют та мар, ютран килнисем те мар, эсир – Турӑ халӑхӗн пӗр тан ҫыннисемех, Турӑ ачисемех пулатӑр. Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗрне ан хурлӑр. Кам тӑванне хурлать е айӑплать, ҫав Турӑ саккунне хурлать, айӑплать. Саккуна айӑплатӑн пулсассӑн вара эсӗ ӑна пӑхӑнакан мар, суд тӑвакан.
Выбор основного перевода