Тӗслӗхрен, Кипртан пынӑ пӗр Иосия ятлӑ левит пулнӑ. Ӑна апостолсем Варнава тесе ят панӑ. (Варнава тени «савӑнтаракан ывӑл» тенине пӗлтерет.)
никамӑн татӑк ҫӑкӑрне те тарам ҫимен. Сире чӑрмав кӳрес марччӗ тесе ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫ ӗҫлесе пурӑнтӑмӑр.
Паллах, ӗненекенсен шучӗпе пурӑнма пирӗн ирӗк пур, анчах та, сирӗншӗн тӗслӗх пулас тесе, эпир хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнтӑмӑр.