Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм. Хама тата юлташӑмсене кирлине хамӑн ҫак аллӑмсемпе ӗҫлесе илнине эсир пӗлетӗр. Ҫапла тӑрӑшса халсӑррисене пулӑшмаллине, Иисус Хуҫамӑр сӑмахне асра тытмаллине эпӗ сире хамӑн тӗслӗхӗмпе кӑтартса патӑм. Иисус Хӑй ҫапла каланӑ: „Парасси илессинчен пахарах“». Юратулӑх йӑлтах каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанать, теме те тӳссе ирттерет. Эпӗ сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне тӳлевсӗр-мӗнсӗр ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Сире асла кӑларас тесе хама мӗскӗнлетсе ҫылӑха кӗтӗм-ши вара? Мӗншӗн тесен Македонирен килнӗ ӗненекен тӑванӑмсем манӑн ҫитменнине ҫитерсех тӑчӗҫ. Сире йывӑрлатас марччӗ тесе эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшрӑм, тӑрӑшӑп та. Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.
Выбор основного перевода