Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ. Камӑн ӗҫӗ вут витӗр тухайӗ, ҫав сӑвапа тивӗҫ пулӗ. Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ. Манпа ӑмӑртма хӑтланса пӗрисем Христос ҫинчен таса чунпа вӗрентмеҫҫӗ, вӗсем мана, тӗрмере лараканскере, хӑйсем пекех кӗвӗҫӳллӗ пуль тесе, тата ытларах кулянтарасшӑн. Теприсем, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесси манӑн тивӗҫӗм пулнине пӗлнӗрен, юратуллӑ чунпа вӗрентеҫҫӗ. Турӑ шухӑшне пурнӑҫламашкӑн – хама сирӗншӗн шанса панӑ Турӑ сӑмахне пӗлтерсе ҫитермешкӗн – эпӗ Чиркӳшӗн ӗҫлекен ҫын пулса тӑтӑм.
Выбор основного перевода