Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулнӑ. Мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулса кайман. Мӗншӗн тесен пурне те Вӑл пултарнӑ, пурте Ун урлӑ тата Уншӑн пурӑнать. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Аминь. Турӑшӑн та ҫынсем тӗрлӗрен тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та Хуҫа Турӑ – пӗрре. Ҫынсен ӗҫӗсем те тӗрлӗрен, анчах пурин ӑшӗнче те пурне те туса тӑракан Турӑ – пӗрре. Хуҫамӑр пӗрре, ӗненӳ пӗрре, шыва кӗни те пӗрре; Туррӑмӑр пӗрре, Вӑл пурин Ашшӗ те. Вӑл – пуринчен те ҫӳлте, Хӑйӗн хӑватне пурин урлӑ та тӑвать, Вӑл – пурин ӑшӗнче те. Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ. Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те: ҫӳлти престолпа хӑватсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсене – пурне те Ун урлӑ тата Уншӑн пултарнӑ. Ҫак юлашки вӑхӑтсенче вара Вӑл пирӗнпе Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Вӑл Ывӑлне пӗтӗм тӗнчене еткерлӗхе панӑ, Ывӑлӗ урлӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ. «Хуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, чыс та, вӑй-хӑват та илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен пурне те Эсӗ пултарнӑ, пурте Санӑн ирӗкӳпе пурӑнать, пурте Санӑн ирӗкӳпе пулнӑ». Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн. Эсӗ пире Туррӑмӑрӑн патшалла священникӗсем турӑн, ӗнтӗ ҫӗр ҫинче эпир хуҫаланӑпӑр!»
Выбор основного перевода