Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ман шухӑшӑмпа, Турӑ ҫулне шыракан урӑх халӑх ҫыннисене чӑрмав кӳмелле мар, ҫапла ҫеҫ ҫырса ямалла: чӳклесе ирсӗрлетнӗ апат-ҫимӗҫ ан ҫиччӗр, ан аскӑнланччӑр, апат-ҫимӗҫе пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен, юнран ан хатӗрлеччӗр, хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр. чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ ҫимелле мар, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен хатӗрлемелле мар, аскӑнланмалла мар, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫаксене тытса пырсан, аван тӑватӑр. Сывӑ пулӑр». Апат тиркеменни апат уякана ан мӗскӗнлеттӗр. Апат уяканни те апат тиркеменнине айӑпласа ан калаҫтӑр, мӗншӗн тесен вӑл та Туррӑн. Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те. Пирӗн, вӑйлисен, хамӑршӑн кӑна тӑрӑшмалла мар, хавшак чунлисен ҫитменлӗхӗсене те каҫарма пӗлмелле. Пирӗнтен кашниех, ҫывӑх ҫыннине ырра килтӗр тесе, унӑн кӑмӑлне юрама тӑрӑштӑр. Ҫапла туни ӑс паниех пулать. Мӗншӗн тесен Христос та Хӑй кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшман. Ҫырнинче каланӑ пек: «Сана хурлакансен хурри Мана тиврӗ». Эй, тӑванӑмсем! Эсир ырӑ та тулли кӑмӑллӑ, нумай пӗлӳллӗ пулнине, пӗр-пӗрне вӗрентме пултарнине шанса тӑратӑп. Ӗнтӗ чӳклесе панӑ аш пирки. Тӗнчери пуҫҫапмалли кӗлеткесем ним тӗшне те тӑманнине, Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне урӑххи ҫуккине эпир пӗлетпӗр. Юратулӑх ҫирӗп тӳсӗмлӗ, хӗрхенӳллӗ; юратулӑх кӗвӗҫмест, вӗҫкӗнленмест, мӑнкӑмӑлланмасть,
Выбор основного перевода