Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр. Пророкла каланисем вӗҫленӗҫ, чӗлхесем ҫухалӗҫ, пӗлӳ пӑрахӑҫа тухӗ – юратулӑх нихӑҫан та пӗтмӗ. Мӗншӗн тесен эпир кӑштах пӗлкелетпӗр, кӑштах пророкла калаҫкалатпӑр; Халӗ эпир тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек уҫӑмсӑррӑн куратпӑр, анчах та пӗррехинче Турра уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн курӑпӑр. Халӗ эпӗ кӑшт кӑна пӗлкелетӗп, ун чухне вара эпӗ Турра Вӑл хама пӗлнӗ пекех пӗлӗп. Мӗншӗн тесен ним тӗшне тӑман ҫын, хӑйне тем вырӑннех хурса, хӑйне ҫеҫ улталать. ҫавӑ мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест. Анчах та, ҫиеле тухасшӑн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кӗвӗҫӳ, хирӗҫӳ, йывӑр сӑмах, киревсӗр шанманлӑх ҫуратаҫҫӗ.
Выбор основного перевода