Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Турра пӗлессине хирӗҫлекен кирек епле мӑнкӑмӑллӑха та аркататпӑр; кирек епле шухӑш-ӗмӗте те Христос ирӗкне пӑхӑнтармашкӑн тыткӑна илетпӗр. Эй, тӑванӑмсем! Эсир, мухтавлӑ Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсем, ҫынна кам пулнине кура ан хаклӑр. Калӑпӑр, сирӗн пухӑва капӑр тумланнӑ, ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ ҫын пырать. Тата пухӑва начар ҫи-пуҫлӑ чухӑн та пырать. Эсир капӑр тумланнӑ ҫынна асӑрхасан: «Сана ҫакӑнта ларсан лайӑхрах пулӗ», – тетӗр. Чухӑннине вара: «Эсӗ ҫавӑнта тӑр», е «Ман ура вӗҫне лар», – тетӗр. Ҫапла туса эсир хӑвӑр ӑшӑрта пӗрисене теприсенчен ҫӳлерех хумастӑр-им? Тӗрӗс мар шухӑшлакан судьясем пулса тӑмастӑр-им? Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им?
1. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода