Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Хӑвӑр хушшӑрта пӗр шухӑшлӑ пулӑр, пуҫ каҫӑртса ҫӳрес вырӑнне йӑвашшисем пек пулма тӑрӑшӑр, хӑвӑра мӑнна ан хурӑр. Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтамашкӑн, Иисус Христос вӗрентнӗ пек пӗр шухӑшлӑн пурӑнмашкӑн тӳсӗмлӗхпе лӑплану Турри сире пархатар патӑр. Эй, тӑвансем! Ҫыру вӗҫӗнче ҫакна калам: савӑнӑр, чун-чӗмпе пахаланӑр, пӗр-пӗрне хастарлатӑр, пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе пурӑнӑр. Вара юратулӑхпа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ. Эппин, пӗрешкел ӗмӗтлӗ, пӗрешкел юратуллӑ, пӗрешкел шухӑш-кӑмӑллӑ пулса мана татах савӑнтарӑр. Кирек епле пулсассӑн та, хамӑр пӗр тупнипе килӗшӳллӗн шухӑшлар, ҫав йӗркепе пурӑнар.
1. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Выбор основного перевода