Сӑваплӑ чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Вӑл Туррӑн хӑватлӑ Ывӑлӗ пулни вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тӑрӑх уҫҫӑнах палӑрнӑ. Вӑл – Иисус Христос, пирӗн Хуҫамӑр.
Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен.
Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра.