Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Иккӗн кӑтартса пани чӑн тесе сирӗн саккунӑрта та ҫырнӑ. Усалӑн ӗҫӗсем вӑрттӑн пуҫланнӑ та ӗнтӗ, анчах халӗ ӑна чарса тӑраканӗ пур. Ҫав чарса тӑракана сириччен нимех те пулмалла мар-ха. Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр. Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине йышӑнман ҫын та суеҫӗ пулмасан, тата кам суеҫӗ пулӗ? Ҫавнашкал ҫын – антихрист. Вӑл Атте Турра та, Ывӑлне те йышӑнмасть. Мӗншӗн тесен тӗнчере ултавҫӑсем нумайланчӗҫ. Вӗсем Иисус Христос ҫӗр ҫине ӳтленсе килнине йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫын вӑл – илӗртсе улталакан, антихрист.
Выбор основного перевода