Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ. Турӑ – пӗртен-пӗр вилӗмсӗрскер, ҫитме ҫук ҫутӑра пурӑнаканскер, этемсенчен пӗри те Ӑна курман, кураяс та ҫук. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ та хӑватлӑ! Аминь. Кам Унӑн сӑмахне пӑхӑнса пурӑнать, ҫав ҫынра Турӑ юратулӑхӗ чӑннипех те пулса ҫитнӗ. Хамӑр Унпа килӗшӳллӗ пулнине ҫавӑнтан пӗлетпӗр те. Ӗнтӗ пирӗн ӑшӑмӑрсенчи юратулӑх чи паха шая ҫитрӗ. Ҫавӑнпа та, эпир тӗнчере Вӑл пурӑннӑ пек пурӑннӑран, суд кунӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑпӑр.
Выбор основного перевода