Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
«Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем. Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр. Ку аван-и, аван мар-и тесе шухӑшлӑр та, аванни хыҫҫӑн кайӑр. Турӑ халӑхӗ хушшинче суя пророксем авалах пулнӑ. Сирӗн хушшӑрта та ҫавнашкалах суя вӗрентӳҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем ҫынна пӗтерекен пӑсӑк вӗрентӳсем сарӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Хуҫа Турӑран пӑрӑнса, хӑйсен пӗтеслӗхне хӑйсемех час тупӗҫ. Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр. Мӗншӗн тесен тӗнчере ултавҫӑсем нумайланчӗҫ. Вӗсем Иисус Христос ҫӗр ҫине ӳтленсе килнине йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫын вӑл – илӗртсе улталакан, антихрист.
Выбор основного перевода