Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Кам сирӗнтен Мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплаять? Енчен те Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, мӗншӗн Мана ӗненместӗр? Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ. Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ. Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ. Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенченех юлнӑ пушӑ пурӑнӑҫран тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе мар, пӗр ҫитменлӗхсӗр, таса Путек евӗр Христосӑн хаклӑ Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Выбор основного перевода