Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр. Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле. Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр. Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ. Сирӗн пурӑнӑҫӑр – Христос. Вӑл тепре килсессӗн эсир те Унпа пӗрле мухтавлӑ пулӑр. Хӑйӗн мухтавӗпех, ырӑлӑхӗпех Турӑ пире Хӑй евӗрлӗ пултарма чаплӑ та паха сӑмах парса шантарнӑ. Ҫав шантарнине тивӗҫмешкӗн вара пирӗн ку тӗнчере хуҫаланакан ӳт-пӳ астарнинчен пӑрӑнмалла. Ҫапла вара, ачамсем, Турӑ Суйласа илни килсессӗн, Ун умӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑн та намӑсланмасӑр тӑрас тесен, Унӑн вӗрентӗвӗпе пурӑнӑр.
Выбор основного перевода