Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ. Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен. ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ. Сирӗн ӗненӗвӗр – Турра кӳмелли парне. Ҫав парне ҫине юнӑма юхтарма тивсессӗн те эпӗ хӗпӗртӗп, сирӗн савӑнӑҫӑра пайлӑп. Эсир пирӗншӗн хаклӑ ҫынсем пулса тӑтӑр, ҫавӑнпа та, сирӗншӗн тӑрӑшса, эпир сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме кӑна мар, чунӑмӑрсене пама та хатӗрччӗ. Мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернине
Выбор основного перевода