Унтан пӑхрӑм та престол тавра пухӑннӑ чӗр чунсене, ватӑсене тата йышлӑ ангелсене куртӑм, вӗсен сассине илтрӗм. Ангелсен шучӗ вуншар пинччӗ, пин-пинччӗ.
Вара эпӗ пичетпе палӑртнисен хисепне илтрӗм: Израилӗн мӗн пур йӑхӗсенчен пичетпе палӑртнисем пурӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ.