Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ. Иккӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, темскер, вут-хӗм сирпӗтекен пысӑк ту пекскер, тинӗсе ӳкрӗ. Вара тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ, тинӗсри чӗрӗ чунсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, тинӗс ҫинчи карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ пӗтрӗ. Виҫҫӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫутаткӑҫ пек ҫунса, тӳперен пысӑк ҫӑлтӑр ӳкрӗ. Вӑл юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ. Ҫав ҫӑлтӑр Армути ятлӑччӗ. Вара ҫӗр ҫинчи юхан шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ армути тутиллӗ пулса тӑчӗ. Вӑл йӳҫек шыва пула нумай-нумай ҫын вилсе пӗтрӗ. Тӑваттӑмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ, тӗттӗмленсе ларчӗ. Ҫавна пула кунӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ пекех, ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗ. Вӗсен ҫӑварӗсенчен тухакан ҫак виҫӗ инкекпе – вутпа, тӗтӗмпе тата кӳкӗртпе – ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ.
Выбор основного перевода