Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эй, тӑвансем! Хӑвӑр пирки мӑнна хурса шухӑшласран эпӗ сире ҫак вӑрттӑнлӑха уҫса парасшӑн. Израиль халӑхӗ кутӑнлашса пурӑнасси яланлӑха мар, вӑхӑтлӑха кӑна. Чӑн Турра пӗлекен пулнӑ ытти халӑхсен шучӗ кирлӗ виҫене ҫитиччен ҫеҫ ҫапла пулӗ. Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ. Эпӗ унӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекинчен чӗрсе пӑрахмӑп, ҫав ят ҫинчен Аттемпе Унӑн ангелӗсене каласа пӗлтерӗп. Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуяс тетӗн пулсан Манран вутпа тасалнӑ ылтӑн туян. Хӑвӑн намӑсна, ҫарамаслӑхна пытармашкӑн вара Манран шурӑ тумтир туянса тӑхӑн. Куҫна вара, куракан пултӑр тесе, куҫ эмелӗ сӗр.
Выбор основного перевода