Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли халиччен тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман, пулас та ҫук. Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук. Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ. Ҫавӑнпа та пире темӗн чухлӗ таптасан та аркатаймаҫҫӗ. Тӳсме ҫук йывӑрлӑхра та эпир шанчӑка ҫухатмастпӑр. Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр. Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ. Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать. Ҫапах та санӑн патӑнта, Сардисра, хӑйсен таса тумне вараламан темиҫе ҫын пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳреме тивӗҫ пулӗҫ. Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ. Эпӗ унӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекинчен чӗрсе пӑрахмӑп, ҫав ят ҫинчен Аттемпе Унӑн ангелӗсене каласа пӗлтерӗп.
Выбор основного перевода