Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ҫапла вара, сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен Хуҫӑр хӑш самантра килессине пӗлместӗр. Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: вӑрӑ хӑҫан килессе кил хуҫи пӗлес пулсассӑн ҫав вӑхӑтра вӑл сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне ҫӗмӗрсе кӗме памӗччӗ. Хуҫамӑрӑн кунӗ каҫхи вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килессе эсир хӑвӑрах аван пӗлетӗр. Ҫынсем «лӑпкӑ та хӑрушсӑр» тенӗ чухне кӗтмен ҫӗртен аркану килет, вӑл ача ҫуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хӑтӑлаймӗ. Анчах та эсир, тӑвансем, тӗттӗмлӗхре мар. Ҫав юлашки кун сирӗншӗн вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килсе тухмӗ. Мӗншӗн тесен эсир пурте – ҫутӑ ачисем, кун ҫути ачисем. Эпир каҫ ачисем те, тӗттӗмлӗх ачисем те мар. Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар.
Выбор основного перевода