Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли халиччен тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман, пулас та ҫук. Чӑтӑмлӑ пулнипе чунӑрсене ҫӑлса хӑварӑр». Эпир куҫ умӗнче ҫуккине шанатпӑр, ӑна тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр. Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр. Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ. Турра хирӗҫ ҫын килесси шуйттан тӑрӑшнипе пулӗ. Килессе вӑл шуйттанла вӑйпа, суя паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ. Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр. Эй, тӑвансем! Тӗрлӗ тӗрӗслеве савӑнса-хӗпӗртесе йышӑнӑр. Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ. Илӗртсе тӗрӗсленӗ чухне никам та: «Турӑ мана тӗрӗслет», – тесе ан калатӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ усалпа ҫыхланмасть, Хӑй никама та илӗртсе тӗрӗслемест. Кашниех хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнипе, илӗртнипе улталанать.
Выбор основного перевода