Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп. Эй, арҫынсем! Арӑмӑрсене Христос ӗненекенсене юратнӑ пек юратӑр, Вӑл Чиркӳшӗн Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес тесе, мухтавлӑ Чиркӗвӗн – Хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗн – нимӗнле ҫитменлӗх те ан пултӑр тесе, вӑл сӑваплӑ та таса пултӑр тесе тунӑ. Авраам Турӑ ӑсталаса лартас ҫирӗп никӗслӗ хула ҫинчен ӗмӗтленнӗ. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑмӑн Ҫуртӗнче тӗреклӗх юпи тӑвӑп, вӑл Турӑ Ҫуртӗнчех юлӗ. Ун ҫине Эпӗ Туррӑм ятне, ҫӳл тӳперен, Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑм хулин – ҫӗнӗ Иерусалимӑн – ятне тата Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма ҫырса хурӑп.
Выбор основного перевода