Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ӗнтӗ Эпӗ сана калатӑп: эсӗ – Петр. Эпӗ ӗненекен ушкӑнсем йӗркеленӗ чухне эсӗ вӗсемшӗн чул никӗс пулӑн. Вара ҫав Чиркӗве тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ. Ман Патшалӑхӑмра кӗрекере ӗҫсе ҫиччӗр тесе, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулма престол ҫине ларччӑр тесе Аттем Мана Патшалӑх парса хӑварнӑ пекех, Эпӗ те сире Патшалӑх шанса парса хӑваратӑп». Ман Патшалӑхӑмра кӗрекере ӗҫсе ҫиччӗр тесе, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулма престол ҫине ларччӑр тесе Аттем Мана Патшалӑх парса хӑварнӑ пекех, Эпӗ те сире Патшалӑх шанса парса хӑваратӑп». Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ. Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй.
Выбор основного перевода