Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Ҫырнинче: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“, – тенӗ вӗт». Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий ӑна хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ, ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Петр ӑна тытса тӑратнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑрах, тӑр, эпӗ санашкал ҫынах-иҫ». Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Ҫакна Вӑл вӑхӑт тулса ҫитсессӗн, ҫӳл тӳперипе ҫӗр ҫинчине пӗрлештерсе, Христоса пуҫ пултарас тесе тунӑ. Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.
Выбор основного перевода